Ӗнер, раштавӑн 16-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи Халӑх ӑстисен пӗрлӗхӗ «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» ятпа чӑваш тумӗн уявне ирттернӗ. Кун пирки ЧНК сайчӗ пӗлтерет.
Тӗрӗ ӑсталӑхне, халӑх пултарулӑхӗн ҫак пайне упраса хӑварас тата ҫитӗнекен яш-кӗрӗме унпа паллаштарас тӗллевпе йӗркеленӗ уява халӑх сахал мар пухӑннӑ.
Ылтӑн алӑллӑ ӑстасем те мероприятие хутшӑннӑ, вӗсен шутӗнче «Паха тӗрӗ» фирма (пӗр лавкки Шупашкарти кӳлмекрен инҫе мар вырнаҫнӑ, хакӗсем те унта ҫырмаҫҫӗ), Зинаида Воронова тата ыттисем. Уявра вӗсем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарнӑ.
Юрӑ-ташӑпа савӑнтаракансен йышӗнче Етӗрне районӗнчи «Сӑр ен», Шупашкарти «Укӑлча», Шупашкар районӗнчи «Телей» (Кӳкеҫ), Элӗк районӗнчи «Валинкке», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Ҫичпӳрт» халӑх фольклор ушкӑнӗсем пулчӗҫ.
Полицейски сӗтев илме хӑтланни пирки тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен ӗнер кӑна эпир хыпарланӑччӗ. Паян, акӑ, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ йӗрке хуралҫипе ҫыхӑннӑ тепӗр ӗҫ пирки пӗлтерет. Ку тӗслӗх право хуралӗн тытӑмӗнче тӑрӑшакан ҫын 13 хӗрача ҫумне ҫулӑхнипе ҫыхӑннӑ.
Усал ӗҫе Шупашкар районӗнчи 32-ри арҫын тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Хайхи Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче кинолог-инспекторта тӑрӑшать-мӗн. Раштавӑн 12-мӗшӗнче вӑл мӑшӑрӗ опекӑна илнӗ хӗрача ҫумне ӳсӗр пуҫпа ҫулӑхнӑ имӗш. Ҫакӑн пирки хӗр пӗрчи усрав амӑшне систернӗ, лешӗ — йӗрке хуралҫисене. Ку ӗҫ пирки халӗ тӗпчев пырать.
Ялӗсенче хӑйсенче мар-ха. Вӗсен тӗлӗнче. Хусана Мускавпа пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли ҫул тӑвасси пирки маларах эпир темиҫе те хыпарланӑччӗ. Ку ыйтӑва проектӑн ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче черетлӗ хут хускатнӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Михаил Янковский ертсе пынӑ.
Аса илтеретпӗр, пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс пирӗн республика территорийӗпе иртнӗ май Етӗрне, Муркаш, Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсем урлӑ каҫса кайӗ. Чарӑнӑвне Етӗрне районӗнчи Полянки тата Шупашкар районӗнчи Мӑнал ялӗ тӗлӗнче палӑртнӑ.
«Сапсана» Раҫҫейре 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионачӗ тӗлне чуптарма тытӑнасшӑн. Проекта пурнӑҫланӑ чух ҫӗр ыйтӑвӗ сиксе тухма пултарать. Ҫапах та ку вӑл пысӑк чӑрмав кӑларса тӑратмасса шанаҫҫӗ. Сочинче иртекен Олимпиадӑна хатӗрлесе строительство ӗҫӗсене пуҫарнӑ чух ҫӗр ыйтӑвне хӑвӑрт татса пама пултарнине аса илеҫҫӗ. Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс ҫулӗ тума, тен, ҫӗнӗ саккун та йышӑнма тивӗ. Ку вӑл, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, тӗпрен илсен ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Саккун пирки «Скоростные магистрали» акционерсен обществин ҫӗрпе пурлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен департаменчӗн пуҫлӑхӗ Ольга Гладышева палӑртнӑ.
Раштавӑн 16-мӗшӗнче, 18.00 сехетре, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» ятпа чӑваш тумӗн пысӑк уявӗ иртмелле — кун пирки Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтерет.
Тӗрлӗ енче пурӑнакан чӑвашсен авалхи тата авалхине тӗслӗхшӗн усӑ курса хальхи вӑхӑтра туса хатӗрленӗ ҫи-пуҫне кӑтартса кӑна мар, хӑш пайӗ мӗнрен тӑнине, мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парассине тӗпе хурӗҫ ҫак уявра.
Хутшӑнакансем: Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Элӗк районӗсенчи тата Шупашкар хулинчи фольклор ансамблӗсем, Зинаида Воронова, Татьяна Петрова, Мария Симакова халӑх ӑстисем, «Паха тӗрӗ» фирма, халӑх тум-юмӗн дизайн-студийӗ (ертӳҫи — Людмила Меркулова), СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Лариса Васильева тата ыттисем.
Хисеплӗ тӑвансем!
Сире раштавӑн 8-мӗшӗнче 13.00 сехет тӗлне Валерий Раштавӑн (Самойловӑн) «Шухӑша вӗҫтереймӗн ҫилпе» ятпа пичетленсе тухнӑ сӑвӑ пуххине пахалама Шупашкар районӗнчи (Кӳкеҫ) «Бичурин тата хальхи пурнӑҫ» музейне йыхравлатпӑр.
Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче экологи эрни йӗркеленӗ-мӗн — ун шайӗнче Хурӑнлӑх ялӗ ҫумӗнчи пысӑк пӗвене ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх пурӗ 61 михӗ пуҫтарӑннӑ. Ҫак ӗҫе йӗркелекенӗ — Сарапакасси ял тӑрӑхӗнчи ветерансен ертӳҫи Ольга Дмитриева.
Мӗн кӑна хӑвармаҫҫӗ пуль ҫак таврана канма килекенсемпе пулӑ тытакансем. Кантӑк, пластик кӗленчесем, консерва банкисем, полиэтилен хутаҫӗсем пӗтӗм тавралӑх илемне пӑсса выртнӑ. Ял ҫыннисене ҫакӑ питӗ килӗшмест. Ҫавӑнпа та ирхине кӗтӳ ярсанах ҫынсем алла михӗсем йӑтса пӗве хӗррине васканӑ.
Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хула ҫыннисемпе тӗл пулнӑ чух пӗлтернӗ. Йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлекен Ҫӗнӗ Шупашкарти полигона 2015–2016-мӗш ҫулсенче хeта ярсан Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнне пӗтермелле. Малтанласа ӑна тӑпрапа хуплӗҫ, кайран ятарлӑ хӳтлӗх сийӗпе витӗҫ, унтан курӑк акӗҫ.
Питтукасси ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнӗ, тӗрӗссипе, тахҫанах тулса кайнӑ-ха. Паян ӑна ҫӳп-ҫапа ниҫта тӑкма май ҫуккипе кӑна тытаҫҫӗ. 2019 ҫулччен, ун чух Шупашкар 550 ҫул тултарнине уявлӗ, ӗҫсене йӑлтах вӗҫлемелле-мӗн.
Вырсарникун Ҫӗнӗ Шупашкарти ювелир лавккине ҫаратнӑ иккен — пурӗ 20 миллионлӑх вӑрласа тухнӑ.
Вӑрӑсем хӑйсен ӗҫне ир-ирех тухнӑ имӗш — ирхи 5 сехетрех. Чӳречерен кӗрсе вӗсем икӗ тимӗр ешчӗк йӑкӑртса тухнӑ. Пурӗ тӑваттӑн пулнӑ теҫҫӗ. Хайхисем «Газель» ҫине ларса ҫухалнӑ имӗш — медомствӑ тулашӗнчи сыхлавҫӑсем ҫитсе те ӗлкереймен. Каярах машинне тупнӑ — вӑрӑсем ӑна Шупашкар районӗнчи Шӑмӑш ялӗ патӗнче хӑварнӑ.
Ку ӗҫ-пуҫпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Лавкка хуҫисем вӑрӑсем пирки мӗн те пулин пӗлтерекене ахаль тумӑпӑр теҫҫӗ, пулӑшма ыйтаҫҫӗ.
Шкул ҫулне ҫитменнисен черетне чакарас тесе юлашки ҫулсенче сахал мар ӗҫ туса ирттерни вӑрттӑнлӑх мар. Халӗ черет чакса пырать, ҫапах та хӑш-пӗр ҫӗрте йывӑрлӑх ҫук мар. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра 3 ҫултан иртнӗ 400 ытла шӑпӑрлан ача-пӑча пахчине кайма черет кӗтет иккен. Вӗренӳ министерстви ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсене пурне те вырӑнпа тивӗтерме палӑртнӑ, ҫапах та Шупашкар районӗнче лару-тӑру уйрӑмах йывӑр иккен. Унта 3 ҫултан иртнӗ 208 ача хальлӗхе вырӑнсӑр юлнӑ.
2016 ҫул тӗлне вара пирӗн республикӑра ҫулталӑк ҫурӑран аслӑраххисен черетне те пӗтерме ӗмӗтленеҫҫӗ. Кӑҫал кӑна 11 ача-пӑча пахчи, килес ҫул 18 хута яма палӑртнине шута илсен ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗрес шанчӑк пур. Ҫапах та тепӗр ҫӗрте ӗҫе хӑвӑртлатмалли куҫ кӗрет иккен. Тӗслӗх вырӑнне Куславккапа Ҫӗмӗрле хулисене асӑнаҫҫӗ. Унта ӗҫе графикран юлса пурнӑҫланӑ-мӗн. Йӗпреҫ районӗнчи Буинск поселокӗнчи, Муркашри, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнчи тата Шупашкарти Гладков урамӗнчи ача-пӑча пахчисене 20 уйӑх кая юлса туни пирки пӗлтерет «Чӑваш Ен» телевиденипе радио компанийӗ.
Нумай пулмасть Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишек ялне кӗнӗ вырӑнта ҫул хӗррине юпа лартнӑ. Ӑна вырнаҫтарас шухӑшпа ҫурҫӗрте ӗҫлекен В.Т. Огурцов тухнӑ иккен — вӑлах укҫине уйӑрнӑ. Кӳлепене Вячеслав Эткер ӳнерҫӗ касса хатӗрленӗ.
Юпана вырнаҫтарнӑ кун ӑна чаплӑ уяв туса уҫнӑ. Тӳре-шара та сахал мар пулнӑ — Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑх ҫумӗ Валерий Краснов, Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альфрит Айбетов. Ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Лев Кураковпа Владимир Карсаков та хутшӑннӑ. Шкул ачисемпе вырӑнти фольклор ушкӑнӗ пӗчӗк кӑна концерт лартса пачӗҫ.
Юпа тӑрринче алтӑр вырнаҫнӑ — ун ҫине вара Ишек тата яла никӗсленӗ ҫула — 1701 — ҫырса хунӑ. Шап та лӑп Шупашкар районӗнчи Ишек тӑрӑхӗнчен куҫса килнӗ те имӗш ҫак ял ҫыннисем ҫӗн ҫӗре. Ял ятне те ҫавӑнпа Ишек ят панӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Чӑваш Ишекӗ ятлӑ.
Сӑнсем: официаллӑ сайтран (24), Н. Плотников тунисем (7).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |